Ҫурла уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 4150 ҫынна ОРВИ диагноз лартнӑ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, кӑтарту 7 процент чакнӑ. Ҫапах чирлесси пысӑк шайра-ха.
Чирленисенчен 2745-шӗ пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Иртнӗ эрнере ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта /247 ҫын/ тата Канаш хулинче /196 ҫын/ чирленӗ. Ҫӗмӗрлере 137 ҫын чирленӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, унта ку кӑтарту виҫӗ хутчен ӳснӗ.
Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрмар районӗсенче ҫынсем сахалрах чирленине палӑртнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ республикӑра пӗр талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Ку таранччен вируса пула 1871 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче 151 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – пушара пула.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 15 сехет те 45 минутра Сергеевсен ҫуртӗнче ҫулӑм тухнӑ. Малтан пӳрт шалтан ҫуннӑ. Ҫав вахӑтра Сергеевсем картишӗнче пулнӑ.
Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫемье ҫунакан ҫуртран нимӗн те илсе тухайман. Документсем те ҫунса кайнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр урамра тумтирсӗр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Сергеевсен ҫулталӑкри ача пур.
Вӗсене пулӑшас тесен ҫак номерпе ҫыхӑнма, укҫа куҫарма пулать: 89196641701.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш ялӗнче пушӑ ларакан ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ пушара сӳнтерес тесе хӑй шар курнӑ: унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫапах ҫуртӑн шалти отделки, тӑрри сиенленме ӗлкӗрнӗ.
Ҫав кунах Куславккара тата Йӗпреҫ районӗнче пушарсем пулнӑ. Куславккара харпӑр предприятин усӑ курман ҫурчӗ ҫуннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара пурӑнмалли ҫуртра пушар тухнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Энӗш ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ. Унта ачасем шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Спектрӑпа» пынӑ 31 ҫулти водитель «Шкода Октавиӑпа» ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗ ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
«Шкодӑра» 3 ача пулнӑ. 3-ри комӑра, 9 ҫулти ача суранланнӑ. 7-ри шӑпӑрлан вӑйлах аманман.
ҪҪХПИ чан ҫапать. Утӑ уйӑхӗнче кашни кунх ачасемпе ҫыхӑннӑ аварисем пулнӑ. Чылайӑшӗнче аслисем айӑплӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Йӗрпреҫ районӗнче пӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ.
15 сехет те 20 минутра Йӗпреҫ районӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр та ҫунӑ.
Туҫа ялӗнче пӳрт тӑррисене те сиенлетнӗ. Пӗрисен ав чуччу тӑрри 50 метра вӗҫсе кайнӑ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл пулнӑччӗ. Ун чухне чылай ялта ҫынсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫемье пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пӳрчӗ юрӑхсӑра тухнӑ, йӑлтах ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ҫӗрле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 15 минутра Киров урамӗнчи ҫуртра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вут-ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Ку кӑна мар, пушар кӳршисем патне те куҫнӑ, вӗсен ҫурчӗн тӑррине сиенлетнӗ.
Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тарӑх, республикӑра тепӗр ҫын путса вилнӗ. Арҫын 65 ҫулта пулнӑ.
Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тепӗр кунхине, паян, ирхине 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗртме уйӑхӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 100 ҫултан иртнӗ 10 пациента пулӑшнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ – хӗрарӑмсем, пӗри – арҫын.
Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑскерсене мӗн канӑҫсӑрлантарнӑ? Вӗсен юн пусӑмӗ ӳснӗ, ӳт температури хӑпарнӑ, сывлама йывӑрланнӑ.
100 ҫултан иртнисем Шупашкарта, Канашра, Етӗрнере, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Муркаш районӗсенче пурӑнакансерсем. Чи асли – 107 ҫулта. Вӑл вӑй ҫуккине, пуҫ ҫаврӑннине туйнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |